Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи лащ таяпасем ялти чиркӗве туса пӗтерме укҫа пухассишӗн черетлӗ хутчен ыркӑмӑллӑх концерчӗ ирттернине теприсем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. 2009 ҫулта ҫӗклеме тытӑннӑскер валли нимелле укҫа пухас тесе юрӑҫсене явӑҫтарса ыркӑмӑллӑх концертне хастарсем хальхипе виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Концерта тӗрлӗ тӳре-шара таранах пухӑннӑ. Ҫав шутра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов пулнӑ.
Ку хутӗнче концерта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттернӗ. Елчӗксем чӑвашла калаҫма кӑмӑлланине пӗлетпӗр-ха. Анчах ку хутӗнче вӗсем концерт Оперӑпа балет театрӗнче иртессине вырӑсла кӑна ҫырнӑ. Ҫакна Шупашкарта пурӑнакан Эктор Алос-и-Фонт социолингвист асӑрханӑ, кӑлтӑк пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ.
Анонсӗнче, шел те, йӑнӑшӗ татах тӗл пулать...
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Каркалар ялӗнчи Николай Краснов композитора халалласа уяв ирттернӗ. Районта пурӑнакансем ӑна чи малтанах такмак ӑсти пулнипе пӗлеҫҫӗ. Куракансем унӑн пултарулӑхне кӑмӑлласа йышӑннӑ. Юрӑсем те ҫырнӑ Николай Иванович. Пӗрремӗш юррине Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ. Купӑспа калама вара шкула кайичченех вӗреннӗ. Хӑй ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырса юрра хывнине, такмак ҫырнине ас туман та Николай Иванович. «Шел пулин те, ытла та ир уйрӑлса кайрӗ пиртен Николай Иванович», — теҫҫӗ вырӑнтисем.
Уяв вӑхӑтӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ, Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗнчи «Салампи», Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне тата пуҫтарӑннӑ хӑнасене Николай Красновӑн юррисемпе, такмакӗсемпе савӑнтарнӑ. Уяв малалла тӑсӑлнӑ май ытти композитор хывнӑ тӗрлӗ юрӑ шӑраннӑ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче Уй-хир кунӗ ирттернӗ чух сухаҫӑсен конкурсӗсене те йӗркеленӗ. Унта тупӑшнисен ӗҫ кӑтартӑвне тишкернӗ тӑрӑх чи пултаруллӑ та маттур сухаҫӑсем Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче пурӑнни палӑрнӑ. Ку вӑл, паллах, ытти тӑрӑхра тӑрӑшуллисем ҫуккине пӗлтермест. Сӑмахӗ конкурсҫӑсем пирки ҫеҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫ районӗнчи В.О. Корниловӑн фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов ҫӗнсе илнӗ. Хушамачӗ те, ячӗпе ашшӗ ячӗ те пӗр килнӗрен фермер хӑех руль умне ларман-ши ыйту ҫуралать. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи «Сатурн» кооперативри Владимир Кукурузов. Вӗсем пурте йӗркеллӗ сухаланипе, агротехника йӗркине пӑхӑннипе палӑрнӑ.
Чӑваш Енри пӗр ҫын хӑйӗн ферминче кашкӑрсем усрать. Ку туристсене республикӑна илӗртме май парать.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан Леонид Князев сунара кайсан персе вӗлермелли кашкӑра шелленӗ те хӑйӗн килне илсе килнӗ. Кашкӑр вара ӗрчеме тытӑннӑ.
Халӗ Леонид Князевӑн питомникӗнче кашкӑр амипе ҫурисем те пур. Ҫурисем валли халӗ ятарлӑ вольер тӑваҫҫӗ.
Леонид чӗрчунсене ачаранпах юратать. Кунсӑр пуҫне вӑл йытӑсене, ӑратлӑ лашасене ӗрчетет. Кунта час-часах ачасем ашшӗ-амӑшӗпе экскурсие килеҫҫӗ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ кунта.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ.
«Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ,
виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова.
«Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован.
Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центрсем хушшинче республика шайӗнчи конкурс иртнӗ.
Ӑмӑртӑва темиҫе номинаципе йӗркеленӗ. «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти центрта ӗҫлекен Ольга Чернова тивӗҫнӗ. Етӗрнери центрта тӑрӑшакан Валентина Степанова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нина Рамеева — виҫҫӗмӗш.
Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсене хӑйсене те хакланӑ. Чи лайӑххи тесе Елчӗк районӗнчине палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем тухнӑ.
Центрсенче персонала епле ертсе пынине те хакланӑ. Тӳресен шучӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчине ҫитекен тупӑнман. Елчӗк районӗнчине тата Улатӑр хулинчине те пысӑка хурса хакланӑ май иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе палӑртнӑ.
«Чӑваш хӗрарӑмӗн» тусӗсем хушшинче иртнӗ ҫул такмаксен конкурсне ирттернӗ. Авторсен ӗҫӗсене ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат сӑвӑҫ пахаланӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Муркаш районӗнчи Елена Никитина йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта икӗ автор: Красноармейски районӗнчи Николай Ершовпа Елчӗк районӗнчи Глафира Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна 3 такмакҫӑ тивӗҫнӗ: Красноармейски районӗнчи Георгий Тусли, Вӑрнар районӗнчи Анна Пескова тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Галина Зотова.
Конкурса хӑйсен хайлавӗсемпе Шупашкар хулинче пурӑнакан Николай Краснов, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Сувар, Канаш районӗнчи Николай Агаков, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анатолий Пукаш, Тутарстанра пурӑнакан Александр Акимов тата Комсомольски районӗнчи Мария Козлова та хутшӑннӑ.
Хаҫат редакцийӗ такмак авторӗсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Пичет ҫуртӗнче чысларӗ. Вулакансемпе тӗл пулма «Хыпар» хаҫат тӗп редакторӗ Михаил Арланов, тӗп редакторӑн пӗрремӗш ҫумӗ Геннадий Максимов, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат редакторӗ Маргарита Ильина, редакцире вӑй хуракан журналистсем Елена Атаманова, Татьяна Наумова, Марина Тумаланова тата Светлана Асамат сӑвӑҫ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.
Паян, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, математика предмечӗпе патшалӑхан пӗрлӗхле экзаменӗ иртнӗ. Вӑл база шайӗнчи пулнӑ.
Анчах экзамен пӑтӑрмахсӑр иртмен. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн аудиторирен кӑларса янӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче пулнӑ.
Сӑмах май, математика енӗпе 5212 ҫын экзамен тытнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлӗҫ. Тепӗр экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр математика предмечӗпе профиль шайӗнче экзамен тытӗ.
Ӗҫ ҫыннине чыслакан йӑлана кӗнӗ уява (Акатуя елчӗксем ҫапла хакланине палӑртаҫҫӗ) ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче ирттерме планласа хунӑ.
Ӑна вӑл тӑрӑхрисем кӑҫал 59-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Уява тӗплӗн хатӗрленес тӗллевпе йӗркелӳ комитетне 22 ҫынранах ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Л. Левый ку йышӑ ертӳҫӗ пулса йӗркелесе пырӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Г. Анисимова Л. Левӑя пулӑшӗ. Культура тата информаципе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ А. Александрова йӗркелӳ комитечӗн ҫыруҫинче тимлӗ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ялхуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне ҫынсене ушкӑнпа хутшӑнтарассишӗн яваплӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи музейра Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне, вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ, «Алран кайми» курав йӗркеленӗ. Ӑна музей кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне те халалланӑ.
Ял историйӗн тата культурин музейӗ шутланаканскер экспонатсемпе пуян пулин те коллекци вӗҫӗмех пуянланса пырать. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аваллӑх управҫипе паллашма пыракансем те ҫулсерен йышланса пыраҫҫӗ.
Куравсене те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ йывӑҫҫи» ятлине йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне «Мухтавлӑ халӑхӑн аслӑ ҫӗнтерӗвӗ», «Сталининградшӑн кӗрешнисем», «Ялӑн паллӑ ҫыннисем» стендсем йӗркеленӗ. «Алран кайми» ятлине ял ҫыннисен тӗррисене пухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.